Раҫҫейре хӗрарӑмсем ӗҫлеме пултарайман должноҫсен переченьне ҫӗнетнӗ. Саккун кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Малашне хӗрарӑмсем авиаци механикӗ, самолётсемпе вертолётсене техника енчен тытса тӑракан инженерсем пулса ӗҫлейӗҫ. Техника тата нефть промыслин оборудованине тытса тӑрас тата юсас енӗпе те хӗрарӑмсене тар тӑкма текех чармаҫҫӗ.
Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ арҫын ҫеҫ тума пултаракан тесе тахӑҫан шухӑшланӑ чылай йывӑр ӗҫе алла илнӗ. Хӗрарӑмсем сварщикра та тӑрӑшаҫҫӗ, пысӑк тиевлӗ машина рульне ҫирӗппӗн тытса пыраҫҫӗ. Вертолётпа ҫӳрекенсем те пу.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ пулма Сергей Павлова шаннӑ. Ку пукана шанса париччен вӑл председателӗн заместителӗ – территори оборонин тата мобилизаци ӗҫӗн секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Сергей Павлов 51 ҫулта. Унччен вӑл Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Участковӑй, дознаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2009 ҫулта ӑна Шупашкарти Ленин районӗнчи милицин 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыма тытӑннӑ, 2013 ҫултанпа — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне.
Чӑваш Енри Куславкка районӗ пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пынӑ Фирдавиль Искандаров хӑйӗн ӗҫӗнчен вӑхӑт тухиччен кайнӑ. Унӑн заявленине Депутатсен районти пухӑвӗ хӑйӗн черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Искандаров ӗҫрен хӑйӗн кӑмӑлӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Куславкка районӗн администрацине вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ.
Хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тилхепине Алексей Людков тытса пырать.
Шупашкар районӗнче администраци пуҫлӑхне суйлӗҫ. Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Депутатсен пухӑвӗн 14-мӗш черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсемпе пӗрлех структура подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Хорасев та пулнӑ. Пухӑва район пуҫлӑхӗ Виктор Михайлов ертсе пынӑ.
Кун йӗркине кӗртнӗ ыйту Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне суйлас енӗпе конкурс комиссийӗ ирттересси пулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика шайӗнче те ҫирӗплетнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн должноҫӗнчен кӑларнӑччӗ. Вӑл ӑна 5 ҫул ертсе пынӑ.
Паян институтра кам директор пуканне йышӑнасси паллӑ пулнӑ. Ҫав ҫыннах – Петр Краснов.
Петр Степанович 1956 ҫулта Комсомольски районӗнче Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. 1994-2005 ҫулсенче информаципе пичет министрӗ пулнӑ. 2011 ҫултанпа – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. 2002 ҫултанпа – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
Чӑваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председательне Олег Яковлева паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗнче Олег Яковлева ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине те пӗлтернӗ. Олег Николаевич пуҫлӑх тилхепине хӑй пӑрахас тенӗ-мӗн.
Олег Яковлев 1969 ҫулта Канаш районӗнчи Шаккӑлта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединстиутӗнче вӗреннӗскер ӗмӗрне Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлесе ирттернӗ. Вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, Ненецк автономи облаҫӗнче те тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Сергей Павлова шаннӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн хастарӗсем нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырӑнти лидерне суйланӑ. Аса илтерер: ку должноҫе унччен И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн наука енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Евгений Кадышев йышӑннӑ пулнӑ.
Единороссем хальхинче урӑх лидера суйланӑ. Ку пукана Шупашкар хулин пуҫлӑхне Олег Кортунова пама йышӑннӑ. Сӑмах май, вӑл Евгений Кадышевӑн вырӑнне иккӗмӗш хут йышӑнать. Унччен Кадышев Шупашкар мэрӗ пулнӑ, Кортунов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ун вырӑнне ларнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри психоневрологи диспансерӗнче ҫӗнӗ ҫын пуҫлӑх тилхепине тытнӑ. Социаллӑ учреждение ертсе пыма Андрей Вазанова шаннӑ.
Андрей Петровичпа коллектива ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова паллаштарнӑ. Унччен Андрей Вазанов Шӑмӑршӑ районӗнчи халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан центрта 14 ҫул тӑрӑшнӑ.
Министр ҫӗнӗ ӗҫе кӳлӗннӗ ҫынна тата психоневрологи диспансерӗн коллективне ӑнӑҫу суннӑ.
Улатӑр хулин администрацине Денис Трифонов ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫапла йышӑнӑва муницпалитетра паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ.
Пуҫлӑх пуканне йышӑнма харӑсах тӑватӑ ҫын ӗмӗтленнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ кандидатурӑна тишкернӗ те ятарласа йӗркеленӗ конкурс комссийӗ. Депутатсен ларӑвӗ валли икӗ кандидатурӑна суйласа илнӗ: Юлия Друзинӑна тата Денис Трифонова.
Денис Владимирович 42 ҫулта. Вӑл 2003 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Улатӑрти хулан электричество сечӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем кирлӗ. Чебоксары.рф сайтра 30 ытла ваканси вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн структура подразделенийӗсенче специалистсем тата ертсе пыракансем кирлӗ.
Ӗҫне кура укҫи темелле-тӗр. Шалу виҫи тӗрлӗрен. 20 пин те тӳлеҫҫӗ, 30 пин те, 65 пин те. Ку вӑл епле тивӗҫе пурнӑҫланинчен килет.
Хула администрацийӗн пресс-служби вакансисем пуррине Инстаграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмах май каласан, малтанласа кадр резервне те заявка хӑварма пулать.
Нумаях пулмасть ирттернӗ пресс-конференцире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйсен ӗҫне критиклекенсене ӗҫе чӗннӗччӗ.
⠀
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |